Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.2 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Савнӑ тусӑм тухсамччӗ... (Волгин В.)

Кӑн-кӑвак тӳпере ҫутӑ ҫӑлтӑр
Паҫӑрах йӑлкӑшать йӑлтӑр-йӑлтӑр.
Вӑйӑра та паян тунсӑхларӑм,
Ҫавӑнпах-ши ӑна эп сӑнарӑм.

Тантӑшсем савӑнса юрласан та
Ман юрлассӑм килмерӗ ҫав темшӗн,
Ах, чӗремҫӗм, кама тунсӑхлатӑн?
Мӗнле савӑк сӑмах эс илтесшӗн?

Пилӗк ҫул ӑна кӗтрӗм — сахал-им?
Ун ҫинчен ҫеҫ шутларӑм — ахаль-им?
Паян ҫитрӗ яла кӗтнӗ сар хӗр,
Ун вӑййа тухмаллаччӗ-ҫке кӗҫӗр.

Анчах ҫук, вӑл тухман кӗҫӗрхи ҫӗр,
Хавас мар вӑйӑра чун-савнисӗр.
Савнӑ тусӑм, тухсамччӗ, кӗтетӗп
Чӑтас ҫук, ху патнах халь вӗҫетӗп.

Шартах сикрӗ сасартӑк чӗреҫӗм,
Илтрӗм эпӗ: «Сывах-и, чӗкеҫӗм»
Умӑмрах ав, ҫиҫет йӑлтӑр-йӑлтӑр
Пуҫне ҫыхнӑ кӗрен пурҫӑн тутӑр.

1954

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-07 08:53:07 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2552 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем